Çырав вĕçленчĕ
Пĕр уйăха тăсăлнă Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çак кунсенче вĕçленчĕ. Районта пурăнакансем унта активлăн хутшăнчĕç, кашниех хăйĕншĕн меллĕ майпа: е çыравçăпа тĕл пулса, е стационар участокне çитсе, е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă — ыйтусене хуравларĕ.
Район территорийĕнче пурĕ 7 çырав участокĕ ĕçлерĕ. Вĕсенчи ĕçсене контролерсем йĕркелесе пычĕç. Палăртса хăвармалла: контролерсенчен чылайăшĕ çырава пĕрремĕш хут хутшăнмасть. Уйрăмах Вера Сивкина çинчен каласа хăварас килет. Вăл 2002, 2010, 2020 çулсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕсене, 2006 тата 2016 çулсенче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕсене тата кăçалхи Ял хуçалăх микроçыравне те хастаррăн хутшăннă. Юлашки çыравра Вера Васильевна ертсе пынă участокра 6 çыравçă ĕçлерĕ. Вĕсем хăйсен участокĕнчи ĕçсене малтисен шутĕнче туса пĕтерчĕç.
Çавăн пекех Л.И.Иванова тата М.И.Пурлушкина контролерсем хăйсен участокĕсенчи çырава хăвăрт вĕçлеме пултарчĕç. Р.Г.Алексеева, И.В.Алексеева, Д.А.Кумтова тата М.Н.Хурасева контролерсем те хăйсен тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçларĕç.
Çыравçăсем хушшинче те чылайăшĕ пĕрремĕш хут мар çак ĕçре. Опытлă çыравçăсем тин пикеннисене канашсемпе пулăшса пычĕç. Коллектив туслă пулнине кура ĕçре сиксе тухакан ыйтусене ăнăçлăн татса пама, çырава вăхăтра вĕçлеме май килчĕ.
Н.АЛЕКСАНДРОВА
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)