Комсомольский муниципальный округ

В народном музее «Земля и люди» открылась выставка «Рукам работа – сердцу радость» Хораськиной Валентины Николаевны

В народном музее «Земля и люди» открылась выставка «Рукам работа – сердцу радость» Хораськиной Валентины Николаевны

Музейӑн курав залӗнче эпир Хораськина  Валентина Николаевнӑн алӑ-ӗҫесен «Рукам работа – сердцу радость» ятпа курав уҫрӑмӑр.

Валентина Николаевнӑна  пирӗн районта пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. 1957 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӱ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӱсне Валентина, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Новотроицкий строительный техникума вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн МСО «Комсомольская» пӗрлешӗвӗнче 8 ҫул нормировщица пулса ӗҫлене. 1985 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен район администрацинче «Ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх» пайӗнче  ертсе пыракан специалист (ведущий специалист) пулса ӗҫленӗ. 31 ҫул хушшинче тӗрлӗ грамотӑсене тивӗҫнӗ. Чӑваш тата Раҫҫей ӗҫ ветеранӗ ятне илнӗ.

Ӗҫленӗ вӑхӑтрах клуб ҫумӗнчи «Кубняночка» ансабле ҫӱренӗ. 1991 ҫултанпа «Каҫал» фольклор ансамблӗн активлӑ участникӗ. Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫитӗнтерсе ӱстернӗ, хальхи вӑхатра вӗсен 4 мӑнук. Ачисем аслӑ пӗлӱ илнӗ, хӑйсен ҫемьисемпе Шупашкар хулинче ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑта Валентина Николаевна ахаль ирттермест. Хушпу, тухъя, масмак тунисӗр пуҫне, интернетран тӗрлӗ эрешсене ӱкерсе илет. Ыйтакансене тӗрлесе парать. Кашни япалана юратса, чун хавалӗпе туни палӑрать. Ăстан ӗҫӗсем яланах халӑх умӗнче.

Валентина Николаевна, районта сумлӑ ҫын, ал-тӑвӗҫлӗ ӗҫчен хӗрарӑм, ҫумри юратнӑ мӑшӑр, ӑш-пиллӗ анне.

Курав раштав уйӑхӗн 20- мӗшӗччен ӗҫлет, килсе курма йыхравлатпӑр.



25 ноября 2021
16:58
Поделиться