Комсомольский муниципальный округ

Çырав тапхăрĕнче пысăк ĕç турăмăр

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче районта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ — респондентсенчен даннăйсем пуçтарасси — вĕçленчĕ.
Çак тапхăрта пысăк ĕç тума май килчĕ. Çавна май çырав ирттерессине хатĕрленнĕ тата ăна ăнăçлăн вĕçлеме пулăшнă çынсене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Районта пурăнакансем çак пысăк мероприятие хаваспах хутшăнчĕç, ыйтусем çине хуравлама вăхăт тупнăшăн вĕсене те тав тăватпăр. Уйрăм тав сăмахĕ — район администрацийĕн пуçлăхне, Пĕтĕм Раççейри çырава йĕркелекен Комисси председательне тата çак Комиссин членĕсене, Александровка, Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел, Тукай, Урмаел тата Чĕчкен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене. Шăпах çак ял тăрăхĕсен территорийĕнче районти çырав участокĕсем вырнаçнă.
Çыравăн тĕп сăнарĕсем, паллах, — çыравçăсем. Районĕпе пурĕ 44 çыравçă ĕçлерĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕсене пĕлсе çитрĕç çеç мар, психологсемпе дипломатсем те пулса тăчĕç темелле. Çавăн пекех 7 контролер ĕçе йĕркелесе пыма пулăшрĕ.
Çыравăн маларахри пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитес çулхи апрель уйăхĕнче паллашма пулĕ. 2022 çул вĕçĕнче вара тулли пĕтĕмлетÿсем хатĕр пулĕç.
Н.АЛЕКСАНДРОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



26 ноября 2021
15:58
Поделиться