Комсомольский муниципальный округ

Тылри халăхăн ĕç паттăрлăхне асра тытар

Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене тивĕçлипе чыслатпăр, çапăçу хирĕсенче юлнисене асра тытатпăр. Çав вăхăтрах вăрçăн йывăр çулĕсенче Çĕнтерÿ кунне çывхартас тĕллевпе тылра ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсемпе ача-пăчасен, ватăсен ячĕсене те манмалла мар.
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ чăваш халăхĕн паттăрлăхне халалласа «Сăр чикки. Тылри куçа курăнман паттăрлăх» литература каçĕ иртрĕ. Мероприятие Валентина Боровковапа Вера Горбунова библиотекарьсем ертсе пычĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулти 6 «к» класра вĕренекен Егор Тумаланов — «Неужели до нас дотянулась война», Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулти 10 «а» класс вĕренекенĕсем Анастасия Галзанова — «Подвиг в тылу», Ангелина Бурлакова «Сăр чиккин паттăрĕсене мухтав» сăвăсене илемлĕ вуларĕç.
Мероприятие Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 9 «б» класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Ачасем Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ çĕршер пин çын паттăрлăхĕ çинчен пĕлчĕç. Библиотекарьсем каласа панипе пĕрлех вĕсем «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем» документаллă фильм тата асăннă темăпа кăçалхи Акатуй уявĕнче ÿкернĕ видеоролик пăхрĕç. Халăх историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан лару-тăрăва хутшăннă хамăр район çыннисен аса илĕвĕсемпе паллашрĕç. Библиотекарьсем вĕренекенсен пĕлĕвне çирĕплетсе хăварас тĕллевпе «О том, что было — не забудем» интерактивлă викторина ирттерчĕç. Ачасем унта активлă хутшăнчĕç, пĕтĕм ыйту çине тĕрĕс хурав пачĕç. Хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ, тĕп библиотека директорĕ — Инна Ядрова — пурне те тав турĕ, активистсене Тав хучĕсем парса чысларĕ.
«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Макарова халăх историне, чăваш хĕрарăмĕ семпе ачисен Сăрпа Хусан чиккисене тунă çĕрте кăтартнă паттăрлăхне яланах асра тытмаллине палăртрĕ.
Мероприятире библиотекарьсем йĕркеленĕ «Помни. Знай. Не забывай» кĕнеке выставкипе паллашма та май пулчĕ.
Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте шартлама сивĕре, чăтма çук йывăр условисенче шăн çĕре катса 380 километр тăршшĕ траншея чавма пултарнă. Вăрçă хирĕсенче кашнийĕнех ашшĕ е пиччĕшĕпе шăллĕ, савнийĕ е çывăх юлташĕ юн тăкнине асра тытса 171 çын объекта палăртнă вăхăтран маларах туса пĕтерессишĕн вăй парса ĕçленĕ.
Йывăр условисенчи паттăрла ĕçшĕн Чăваш АССР президиумĕн Аслă канашĕн Хисеп грамотисемпе 234 çынна чысланă. Вĕсем хушшинче пирĕн район çыннисем те пур: Максим Яковлевич Краснов, Ефим Тарасович Тарасов, Марфа Григорьевна Школьникова.
Шел пулин те, вăхăт малаллах васкать. Сăрпа Хусан чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ çынсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи кун пирĕн районта вĕсем иккĕн çеç юлнă: Тукай Мишерте пурăнакан Зейнеб Камальтдиновна Хайрутдинова тата Кивĕ Сĕнтĕрте пурăнакан Таисия Николаевна Чульмакова.
«Хăйĕн историне асра тытакан халăхăн малашлăх пур. Пулас ăрусен лайăх малашлăхĕшĕн пурнăçĕсене панă çынсене тав тăвасси, вĕсен ятне çÿлте тытасси — пирĕн тивĕç», — сăмахсемпе вĕçлерĕç мероприятие библиотекарьсем.
С.ЕФИМОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



26 ноября 2021
16:00
Поделиться