Комсомольский муниципальный округ

Маттур ăстан выставки

Районта пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ, çÿреççĕ, калаçаççĕ. Пĕрре пăхсан ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмаççĕ темелле. Чылайăшĕ Комсомольскинче пурăнакан В.Н.Хораськинана район администрацийĕн строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалистĕнче ĕçленĕ вăхăтранпа паллать пулĕ, теприсем районти культура çурчĕ çумĕнчи «Каçал» фольклор ушкăнне çÿренипе пĕлеççĕ. Валентина Николаевна вара ал ĕç тума та ăста.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» музейра «Рукам работа — сердцу радость» ятпа В.Н.Хораськина ĕçĕсен выставкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Малтанах музей заведующийĕ А.О.Полякова пултаруллă хĕрарăм ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çывăх юлташĕсем В.В.Константинова, Г.В.Быкова, З.В.Егорова, пĕрле ÿснĕ тăванĕ А.А.Агашева Валентина Николаевна çинчен нумай кăсăкли каласа пачĕç. Районти культура çурчĕн методисчĕ В.Н. Курицына, «Каçал» фольклор ушкăнĕн ертÿçи В.П.Павлов хăйсен сăмахĕсенче В.Хораськинăра тĕрлĕ енлĕ пултарулăх тапса тăнине палăртрĕç.
Выставка ятне чăвашла куçарсан алăсене — ĕç, чĕрене — савăнăç тени пулать те, çакăнпа Валентина Николаевна пĕр хирĕçлемесĕрех килĕшет. Чăннипех те чунĕ туртнипе йĕппе çип тытать вăл. Тĕрленĕçемĕн унăн чĕри савăнăçпа тулать. Мĕн пĕчĕкренех тĕрĕ тĕнчи кăсăклантарнă ăна. Унăн ачалăхĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çипсем тупма та çăмăлах пулман. Выставкăна уçнă вăхăтра вĕсем тантăшĕпе Канаш хулине мулине çипписем шырама кайнине те аса илчĕç. Район администрацийĕнче ĕçленĕ вăхăтсенче В.Хораськинан тĕрлесе ларма вăхăт нумай пулман: кулленхи ĕç, дачăра тăрăшмалла, ачасене пăхмалла тата ытти те. Апла пулин те чунтан килĕшекен ĕç хăй патнех туртнă. Май тупса саппун аркисем, чÿрече каррисем, вырăн таврашĕсем тĕрленĕ, ÿкерчĕкĕсене хăйнеевĕрлĕрех тума тăрăшнă. Унăн тĕррисене пăхатăн та — мĕн тери илем! Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри конкурссенче унăн ĕçĕсем пĕрре мар Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Валентина Николаевна тĕп хулари выставкăсенче чăвашсен авалхи çи-пуçне курса тĕлĕннĕ хыççăн хушпу, тухья, масмак тăвассипе «чирлесе» каять. Çак авалтан упранса пыракан япаласене хăй аллипе тăвас кăмăл çуралать. 2010 çулта вăл пĕрремĕш хушпу тăвать. Ун хыççăн тухья, масмак, каллех хушпу… Вĕсем халĕ темиçе те. Выставкăра çак капăр çи-пуçа курма пулать.
Лара-тăра пĕлмен хĕрарăм «Каçал» фольклор ушкăнĕн хастар артистки те. Малтан вăл «Кубняночка» ансамбле те çÿренĕ. Юрра-ташша ăстаскер чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркине сцена çинче кăтартма яланах хавас. Мăшăрĕпе Виталий Семеновичпа /вăл та «Каçал» ушкăнра/ вĕсем 2 хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ 4 мăнукĕпе савăнаççĕ. Кил-çуртра та, пурнăçра та мăшăр пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыма тăрăшать. Çакна Виталий Семенович хăй сăмахĕнче те палăртрĕ. Вальăна мăшăр пулма суйласа илнин сăлтавĕсенчен пĕри унăн тĕррисене ытарайманни пулнине те пытармарĕ.
Музейпе тачă çыхăну тытнăшăн А.Полякова заведующи В.Хораськинана Тав хучĕ пачĕ, «Каçал» фольклор ушкăнне çÿрекен арçынсем хаваслă юрă парнелерĕç.
Выставка Чăваш тĕррин кунĕ умĕн уçăлчĕ те декабрĕн 20-мĕшĕччен пырать. Район çыннисене унта çитсе курма йыхравлаççĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



30 ноября 2021
11:38
Поделиться