Комсомольский муниципальный округ

Фестивале хутшăнма васкăр

Чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем − 2022» фестиваль ирттерет.

Фестиваль дистанци мелĕпе иртет, унта вĕрентекенсемпе пур ÿсĕмри ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Видеоматериалсене заявкăпа пĕрле кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: https://forms.gle/qisaVTN4DHTRYp6s6.  

Фестиваль тÿлевлĕ иртет: вĕрентекенсен  −  305 тенкĕ, ачасен − 100 тенкĕ.

Тĕплĕнрех - положенире



07 декабря 2021
15:48
Поделиться
;