Çĕнĕ çул умĕн хушма чарусем
Паянхи кун халăха чи калаçтараканни çав-çавах коронавирус ыйтăвĕ пулса тăрать-ха. Çынсем пĕлĕшĕсемпе, тус-юл-ташĕсемпе сăмах пуçарсан та çак чир патне çаврăнса çитеççĕ. «Вăл чирленĕ», «ăна больницăна вырттарнă», «çав ялта пĕри вилнĕ» тенине тăтăшах илтетпĕр. Çакă коронавирус чирĕнчен сыхланмалли мерăсене кашнин çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Чăваш республикинчи коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче чире хирĕç тăрас тĕллевпе хушма мерăсем йышăнас ыйтусене пăхса тухнă. Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 30-мĕшĕнчи 23 сехетрен пуçласа январĕн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен кафе-столовăйсем ĕçлемĕç. Çавăн пекех Çĕнĕ çул уявне ирттерес тĕлĕшпе те чарусем пулĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăш-пĕр район-хулара лару-тăру япăхлансан мерăсем çирĕпрех пулассине пĕлтернĕ. Çавăн пекех апат-çимĕçпе сутă тăвакан пысăк лавккасене те QR-кодпа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă. 60 çултан аслăрах, анчах прививка тутарман сотрудниксене дистанци мелĕпе ĕçлеме куçармалли çинчен каланă. Çавăн пекех обществăлла транспортра та сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнма хушнă.
Паянхи кун вакцинаци чиртен сыхланмалли чи шанчăклă меслет пулса тăрать. Ларура ку енĕпе те калаçу пынă. Пирĕн республикăра 580 пин ытла çын /65 процент/ вакцинациленнĕ. Ку ĕç малалла пырать пулин те, хăш-пĕр муниципалитетсенче ăна лайăхлатмаллине палăртнă.
Коронавирус чирĕ пуçланнăранпа пирĕн районти çынсем те чылайăн чирлерĕç. Шел пулин те, пурнăçран уйрăлакансем те пулчĕç. Апла пулсан халăхăн çак чир мĕн тери хăрушă пулнине ăнланса илмеллех ĕнтĕ. Прививка тутарас текенсене район больницинче кĕтеççĕ.
Г.ЮРЬЕВ
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)