Комсомольский муниципальный округ

Çав-çавах чирлеççĕ

Пирĕн республикăра коронавирус сарăлнипе çыхăннă лару-тăру майĕпен лăпланса пырать, — палăртнă çĕршыв правительстин вице-премьерĕ Татьяна Голикова.
12 регионта чирлекенсем чакса пыни сисĕнет, çав шутра Чăваш республикинче те. Çак шухăша хамăр республика ертÿлĕхĕ те палăртать. Больницăсенче сипленекенсен тата вирус ертнĕ çынсен шучĕ кулленех чакса пырать. Çавна май ковид-госпитальсенчи вырăнсен шутне те 3500-тен 2000-е çити сахаллатнă.
Районĕпе илес пулсассăн вара чирлекенсем пур-ха. Районти тĕп больница тĕп тухтăрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере коронавируспа чирлекенсене тупса палăртман пулин те, канмалли кунсенче 6 çыннăн çак чир палăрнă. Вĕсен йышĕнче ача та пур.
Эрне тăршшĕпе коронавирус чирĕ паллăллă 13 çын тата грипп чирĕпе 27 çын, 13 ача чирли палăрнă. Пневманипе чирлекенсем те пур. Тĕслĕхрен, 27 çынна сывлав органĕсене КТ тума янă.
Çынсене вакцинацилес ĕç малалла пырать. Паянхи куна 11419 çын вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе вакцинациленнĕ. Унпа пĕрлех районта пурăнакансем грипп чирĕнчен те прививка тăваççĕ.
А.ЕФРЕМОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



14 декабря 2021
14:26
Поделиться