Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ
Мĕн тĕрлĕ йывăрлăх курман-ши паянхи кун сакăр-тăхăр теçетке çул утакан ватăсем! Вĕсем ÿснĕ Аслă Отечественнăй вăрçă тата ун хыççăнхи вăхăтсем ытла та тумхахлă пулнă-çке. Кайран та çăмăлах килмен. Апла пулин те чăтнă, кăткăслăхсем умĕнче пуçĕсене усман.
Çавăн пек çынсенчен пĕри — Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Зинаида Никитична Чернова. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарнă. Паллă кунпа ăна Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова саламланă. Ăшă сăмахсемпе пĕрлех вăл РФ Президенчĕн В.Путинăн саламне те çитернĕ, район тата ял администрацийĕсен ячĕсемпе парне панă, хастар ĕçсемшĕн тав тунă, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.
Зинаида Никитичнăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вăл вунă çул та тултарман пулнă-ха. Савăнса, выляса-кулса пурăнмалли ÿсĕм! Анчах та унăн, ялти нумай-нумай тантăшĕ пекех, пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнма тивнĕ. Аслисем çумĕнче ирĕн-каçăн хирте пилĕк авнă. Хаяр вăрçă вĕçлениччен мĕнле ĕç анчах тума тивмен-ши унăн; Выçăллă-тутăллă пурăннă, тумтир енчен япăх пулнă. Вĕсем курнă нуша-терте çырса та, каласа та пĕтереймĕн. Çын хăй ĕнси çинче вăл йывăрлăхсене чăтса курмасăр ăнланаймасть. Çĕнтерÿ пулнă хыççăн та пурнăç лайăх енне хăвăрт улшăнман-ха. Вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăха ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман. Пĕве çитнĕ хĕрсем фронтран таврăннă арçынсемпе пĕрле колхозра тăрăшса ĕçленĕ. Ку арçын ĕçĕ тесе тăман, грузчик та пулнă, вăрмана та кайнă… Темĕнле хĕн пулсан та пуç усман. Кĕçех çамрăк хĕр фермăра ĕçлеме пуçлать. Кунта та вăл пултаруллăхпа палăрса тăрать.
Качча тухсан, лесникре ĕçлекен мăшăрне аякри вăрман картунне ĕçлеме янипе, Зинаида Никитична та унпа пĕрле каять. Юратнă çыннине сăмахпа та, ĕçпе те пулăшса пырать. Ачисен шкула кайма вăхăт çитсен вĕсем каялла яла таврăнаççĕ. З.Чернова район больницинче пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн «Комсомольский» совхозăн Кĕçĕн Каçалти сĕт-çу ферминче дояркăра тăрăшма пуçлать. Вăл вăхăтра унта ĕçлеме çăмăлах килмен. Пур ĕçе те тенĕ пек алă вăйĕпе тума тивнĕ. Мĕн пĕчĕкрен йывăрлăхсенчен шикленмесĕр ÿснĕ хĕрарăма çакă хăратман, мĕн пултарнă таран хастартарах ĕçлеме тăрăшнă. Çитĕнÿсем те тунă. Пултаруллă пулнипех ăна ял совет депутатне те суйланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех фермăра ĕçленĕ вăл. Пенсие тухсан та ĕç вырăнĕнчен тÿрех уйрăлман. Хастар пулнăшăн ăна наградăсем парса чысланă.
Зинаида Никитична мăшăрĕпе, Василийпе, пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун вăл 6 мăнукĕпе, 4 мăн мăнукĕпе савăнать. Шел, мăшăрĕпе кĕçĕн ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Юбилейпе ăна тăванĕсем, кÿршисем, ял-йыш саламларĕç. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ çынна ялта хисеплеççĕ. Çакна вара вăл чăннипех те тивĕçлĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)