Комсомольский муниципальный округ

Асанкассисем эмеле ялтах туянаяççĕ

Иртнĕ эрнере Асанкасси ялĕнче Комсомольски райповĕн ял халăхне кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерекен аптека пунктне уçрĕç. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта уçнă ятпа ял çыннисене район администраци пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски райпо Канашĕн председателĕ Светлана Грачева, «Чăвашпотребсоюзăн» аслă провизорĕ Елена Кирпичникова, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов тата ялти вăтам шкул директорĕ, районти депутатсен Канашĕн депутачĕ Анатолий Филиппов саламларĕç.
Ялта аптека пункчĕ пулни халăхшăн чăннипех те пысăк çăмăллăх — малашне эмел илессишĕн район центрне çÿремелле пулмĕ. Аптека пунктĕнче кирлĕ эмелпе çийĕнчех тивĕçтерме май пулмасан саккас тусан кĕске вăхăтра илсе килсе парĕç. Пухăннисем аптека ял варринче вырнаçни халăхшăн питĕ меллĕ пулнине палăртрĕç. Килнĕ хăнасем пурне те çирĕп сывлăхпа пурăнма тата аптекăран ытларах чухне витаминсем çеç туянма сунчĕç. Асанкассинче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Урал тăрăхĕнче пурăнакан отставкăри майор Валерий Денисов хăй тăван яла курма килмессерен кашнинчех Асанкасси çĕнĕ объектсемпе пуянланнине, аталану çулĕпе çирĕп утнине палăртрĕ.
Мероприятире туянакансем хушшинче лотерея та выляттарчĕç. Ăна «Торговый дом» ООО директорĕ Мария Кочанова хавхалануллă та шÿт-кулăпа халăх кăмăлне уçса ирттерчĕ. Асанкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» халăх вокал ансамблĕ пухăннисене хаваслă та янăравлă юрă-çемĕпе савăнтарчĕ.
Хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн уяв мероприятине килнисем аптекăна кĕрсе эмелсен ассортименчĕпе паллашса клиентсен кăмăлĕсене тивĕçтерессин пахалăхне хакларĕç. Çавăн пекех килнĕ хăнасем райпо лавккинче сутакан продукципе те паллашма пултарчĕç.
Татьяна Родионова фармацевта аптекăна эмел туянма килекенсен кăмăлĕсене тивĕçтерме тата ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
«Асанкасси ялĕ — районти чи пысăккисенчен пĕри тата инçетре вырнаçнă. Çавна май кунта пурăнакансем, пайщиксем çак тăрăхра аптека уçас ыйтăва пĕрре анчах мар хускатнă. Ăна çак тăрăхра хута ярассине тахçанах ĕç планне кĕртнĕччĕ. Халĕ вара, кĕтнĕ кун çитрĕ пулĕ. Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне ялта аптека уçма вăй çитертĕмĕр. Ку, паллах, пĕтĕмпех ялта пурăнакансен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе йĕркеленĕскер. Асанкассинче пурăнакансем, паянхи кун кирлĕ эмелсене вырăнта туянма тата саккас пама пултараççĕ. Çавăнпа та хута янă аптека — çыншăн усăллă пултăр, — пĕлтерчĕ пĕтĕмлетсе Светлана Николаевна Грачева.
С.ЕФИМОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



21 декабря 2021
10:11
Поделиться