Комсомольский муниципальный округ

Кăçал та янăрарĕ «Ача-пăча сасси»

«Купăса тăсса ярар-и,
Савăк юрă ай, юрлар-и», —
Çакăн пек сăмахсемпе хавассăн пуçлас килетчĕ «Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурса. Шел пулин те, тĕнчипе алхасакан усал чире пула ку фестиваль-конкурс иккĕмĕш çул инçет мелĕпе иртрĕ. Кăçал ăна районти ачасен искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри чăваш фольклор уйрăмне ертсе пыракансем 8-мĕш хут ирттерчĕç. Конкурса Чăваш республикинчи Сăр тата Хусан чиккине тăвакансен çулне халалларĕç.
Инçет мелпе пулин те районти тĕрлĕ çулхи ачасен 100 ытла пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ унта. «Ача-пăча сасси» çулран çул аталанса пыни савăнтарать.
Чăваш, тутар, вырăс халăх тумĕ тăхăннă пĕчĕк артистсем пĕрин хыççăн тепри тÿресене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ класра вĕренекенсем те юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляс ăсталăхпа тыткăнларĕç. Вĕсем хушшинче «çăлтăрчăксем» пулни тата та савăнтарчĕ. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чи маттур, пултаруллă коллективсене тĕрлĕ номинацире Диплом парса чысларĕç.
Т.МАКАРОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



24 декабря 2021
09:43
Поделиться