Комсомольский муниципальный округ

Хисепе тивĕç хĕрарăм

Хисепе тивĕç хĕрарăм

Йăлмахва ялĕнче вăрăм ĕмĕрлисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри Елизавета Григорьевна Рыжова.  Вăл 1930 ҫулта Хораськинсен ҫемйинче ҫуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕҫленĕ, сакăр ачине сывă, тĕреклĕ ӳстерес тесе тăрăшнă.

Вăрҫă пуҫлансанах ашшĕне, Григорий Ивановича: вăрҫа илсе кайнă. Арҫынсем пурте фронтра пулнă пирки тылри пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсем ҫине тиеннĕ. Вăл вăхăтра Елизавета тăватă класс пĕтернĕ, анчах чире пула малалла вĕренеймен.  Ашшĕ вăрҫăран аманса таврăннă хыҫҫăн  хĕрне малалла пĕлӳ парас тесе тăрăшать, анчах ҫамрăк хĕр хăйĕн тантăшĕсенчен юлнипе вĕренме кайма вăтанать.

Ҫамрăклах Елизавета колхозра ĕҫлеме пуҫланă.  Уй-хирте куҫ курми пуличченех ҫурлапа тырă вырса кĕлтесем тунă. Вăл ытти ачасемпе пĕрле ырми-канми  тăрăшнă: тырă вырнă, утă ҫулнă, пуҫтарнă, вăкăрпа тырă кĕлтисене турттарнă. Хĕлле вара молотилкăпа ҫапса пуҫтарнă. «Вăл вăхăтра ҫимелли пулман. Эпир улма хырса авăртнă мăянпа хутăштарса ҫăкăр пĕҫернĕ», — аса илет  ветеран. Йывăрлăхсенчен хăраса нихăҫан та пуҫне усман Елизавета Григорьевна.

Вăрҫă  хыҫҫăн вăл Кайнлăк ялĕнчи сысна   ферминче тăватă ҫул вăй хунă. «Сысна ҫурисем питĕ нумайччĕ, шыва пусăран ҫĕр аллă  витрене яхăн кăлараттăмăрччĕ, фуражне ялтан вăкăрпа туртараттăмăр», — малалла шутарать сăмахне Лиза аппа.

Ялти хĕрсене Алтышевăна хăма заводне ĕҫлеме илсе кайнă,  вĕсен шутĕнче вăл та пулнă.  Унтан таврăнсан ҫамрăк хĕр ҫул сарнă ҫĕрте вăй хунă. Ҫавăн пекех 1949 ҫулта  Калинин облаҫĕнче торф кăларнă ҫĕрте тăрăшнă.

1953 ҫулта Елизавета Йăлмахва каччипе Анатолий Егоровичпа  ҫемье чăмăртанă. Ҫамрăк ҫемье тĕп килте  14 ҫул пурăннă хыҫҫăн, темле йывăр пулсан та: уйрăлса тухса ҫĕнĕ пӳрт ҫĕклен., хуралтăсем ҫавăрнă. Сакăр ача  ҫуратса пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Мĕн пĕчĕкрен ачисене ĕҫе вĕрентсе ҫĕршывшăн юрăхлă ҫын пултăр тесе ӳстернĕ. Нумай ачаллă хĕрарăма I, II, III степеньлĕ «Ача амăшĕн медалĕ» парса чысланă.

1961 ҫултан пуҫласа 1982 ҫулччен пахча ҫимĕҫ бригадинче ĕҫленĕ. Тăрăшса ĕҫленине кура ăна  звеньевой пулма шаннă. Унăн сăнӳкерчĕкĕ районти Хисеп хăми   ҫинче нумай сул ҫакăнса тăнă, колхозран, районтан тата республикăран чылай Хисеп хучĕ илме тивĕҫ пулнă. Чи пысăк парне вара уншăн — Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ «Тăххăрмĕш пилĕкҫуллăх заданийĕсене пурнăҫлас ĕҫре тунă ҫитĕнсемшĕн»  панă Хисеп грамоти.

Мăшăрĕ Анатолий чылай ҫул конюх пулса ĕҫленĕ, анчах та чире пула  вăхăтсăр  пурнăҫран  уйрăлса кайнă.

 Паянхи кун Елизавета Григорьевна тĕп килте кĕҫĕн ывăлĕн ҫемйипе пурăнать. Ахаль лармасть ветеран, килти ĕҫсене тума пулăшать, ҫуллахи вăхăтра пахчара тăрăшать.  20 мăнукĕпе, 15 мăнмăнукĕпе савăнса  пурăнать ĕҫ ветеранĕ. Ялта хисеплĕ те сумлă хĕрарăм вăл — Елизавета Григорьевна.

А. Ефремова,

библиотекарь.

 



21 января 2022
13:08
Поделиться