«Омикрон» хăвăрт сарăлать
Коронавирус каварлă та усал чир пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ: тĕнчере, çĕршывра, çĕнĕ штамм — «омикрон» — сарăлма пуçларĕ. Шел, вăл регионсене çул хыврĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре те омикронпа чирлĕ çынна тупса палăртнă. Ăна Шупашкарти ковид стационарне вырттарнă. Вăл çын вакцинациленнĕ тата республика тулашне тухса çÿремен.
Унччен коронавируспа чирленисем тутă пĕлме пăрахнă пулсан халĕ вăй пĕтнине, пуç ыратнине пĕлтереççĕ. Чир паллисем ОРВИпе пĕр килеççĕ: пысăк температура, алă-ура сыппи, пыр ыратни, ÿслĕк, сунас. Ачасен ÿчĕ çине шатра тухса тулать. Омикрон малтанхи вируспа танлаштарсан 4,2 хут хăвăртрах сарăлать. Уйрăмах чирлĕ çынпа пĕр пÿлĕмре пулсан вирус ересрен хăтăлса юласси иккĕленÿллĕ. Тухтăрсем вирус çывăх вăхăтра татах та вăй илме пултарасса палăртаççĕ.
Районти лару-тăрăва илес пулсассăн юлашки вăхăтра коронавируспа чирлисен йышĕ ÿснĕ. Юлашки икĕ кун хушшинче /январĕн 17—19-мĕшĕсенче/ çеç районта 14 çын ковидпа чирлĕ пулни çирĕпленнĕ. Çынсем юлашки вăхăтра ытларах та чирлеме пуçланă. Чиртен сыхланса вакцинациленекенсем нумаях мар. Районти тĕп больницăра вакцинаци çителĕклĕ. Хальлĕхе 12170 çын пĕрремĕш компонентпа вакцинациленнĕ, вĕсенчен 60 çултан иртнисем — 3917 çын. 966 çын ревакцинаци витĕр тухнă.
И.ЕФРЕМОВА.