Пурнăç уттипе пĕр тан
Мария Александровна Чаржова Йăлмахва ялĕнче Албутовсен йышлă çемйинче çуралнă. Туслă çемьере çичĕ пĕртăван çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ тăван колхозра вăй хунă. Ашшĕ чылай çул конюхра ĕçленĕ.
Мария Хирти Мăнтăрти шкултан вĕренсе тухсан ялти фермăна дояркăра ĕçлеме вырнаçать. Ĕçĕ, паллах, çăмăл пулман, пурне те алă вĕççĕн тумалла пулнă. Йывăрлăхран хăраса ÿкмест çамрăк хĕр, шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа, яваплă пурнăçлать. Вăл сыснасем пăхнă çĕрте вăй хурать.
— Иртен пуçласа каçчен тăрăшаттăмăр фермăра, пиншер сысна самăртса патшалăха ăсататтăмăр, — аса илет Маруç аппа. — Нихăçан та ÿркенсе тăман, ĕçрен хăраса тăман, мĕн хушнă, пурне те пурнăçланă.
Ĕçчен хĕре ялти маттур каччă, Гурий Чаржов куç хывать. 1968 çулта çамрăксем çемье çавăраççĕ. Вĕсем виçĕ ача çуратса, воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Мăшăрĕ кĕçĕн ывăл пулнă май çамрăксем тĕп килтех тĕпленсе пурăнма тытăнаççĕ. Вĕсем ватăсене хисеплесе пĕр сăмахра килĕштерсе пурăнаççĕ. Çĕнĕ пÿрт, хуралтăсем çĕклеççĕ. «Манăн хуняма питĕ ăшă кăмăллă хĕрарăмччĕ, нихăçан та сакс хăпартса калаçмастчĕ, яланах вĕрентсе пулăшса пыратчĕ», — каласа парать Мария Александровна. — Вăл пурнăçран уйрлăса кайсан, хуняçапа чылай çул пĕр çăвартан пурăнтăмăр».
Тивĕçлĕ канăва кайичченех фермăра вăй хурать, кайран та ахаль лармасть ĕçчен хĕрарăм, колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Пур çĕрте те пултарулăхпа палăрса тăрать.
Тăрăшуллă ĕçченĕн сăнÿкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче нумай çул çакăнса тăнă. Мария Александровна колхозран, районтан тата республикăран чылай Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă.
1987 çулта район пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тăрăшуллă ĕçчен сысна пăхакансем хушшинче «Професси енчен чи лайăххи» ята çĕнсе илет.
Юратнă мăшăрĕпе 53 çул килĕштерсе пĕр сăмахран пурăнчĕç вĕсем, анчах мăшăрĕ чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Паянхи кун Маруç аппа ывăлĕпе пурăнать. Ахаль пĕрре те лармасть вăл, алă ĕçĕ тăвать, кил-çуртра тăрмашать, çуллахи вăхăтра пахчара ĕçлеме юратать.
Питĕ ĕçчен те тирпейлĕ хĕрарăм вăл. Кил-çуртра та, картишĕнче те, унăн яланах тирпей хуçаланать. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет тăрăшуллă хĕрарăм. Ăшă кăмăллă, лара-тăра пĕлмен, ялти хисеплĕ çын пирĕн Маруç аппа.
А.ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.