Чĕри юрă-кĕвĕпе тулнă культура ĕçченĕ
Пурнăç вĕçĕ-хĕррисĕр йывăрлăхсемпе, чăрмавсемпе тулнă саманара савăнăçпа ырă кăмăл парнелекен уявсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Çакăн пек мероприятисене вара культура сферинче тăрăшакансем йĕркелеççĕ. Культура ĕçченĕсем пулмасан тĕнче «кичемлĕхпе» тулĕччĕ, савăнăç та тулли пулмĕччĕ тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.
Вĕсем çынсемпе хутшăнмалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем тăтăшах шыраççĕ, куракансене савăк кăмăл парнелекен кăсăклă мероприятисем йĕркелеççĕ, çынсен пултарулăхне уçассипе ĕçлеççĕ. Хăйсен ăсталăхне те тăтăшах аталантараççĕ, квалификацийĕсене ӳстереççĕ.
Паян — культура ĕçченĕн кунĕ. Çак паллă кун умĕн эпĕ Комсомольскинчи культура çурчĕн ĕçченĕпе, «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ертӳçипе Альбина Кокшинапа тĕл пултăм.
Альбина Васильевна Кивĕ Сĕнтĕрте çитĕннĕ. Ачаранах юрра-ташша ăста хĕр ялти хора çӳренĕ, районти концертсемпе мероприятисене активлă хутшăннă. Çавăнпах пулĕ пултаруллă хĕре шкултан вĕренсе тухсанах Кивĕ Сĕнтĕрти культура çурчĕн директорĕ пулма шаннă. Çакă унăн професси суйласа илес шухăшĕ çине витĕм кӳнĕ. Альбина Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинчи хор уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
Алла диплом илсен тăван тăрăха таврăннă, районти культура çуртĕнче методистра ĕçлеме пикеннĕ. Каярах «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ушкăнĕпе ĕçлеме пуçланă.
Альбина Васильевна ĕçшĕн чĕрепе «çунакан» иксĕлми вăй-хăватлă çын. Вăл çуралакан шухăшсене пурнăçа кĕртмелли плансене тĕплĕн шутласа тĕрлĕ шайри мероприятисене ăнăçлă йĕркелеме, çынсене ертсе пыма пултарать.
— Альбина Васильевна, эсир ĕçри тивĕçсене мĕнле пахалăхсене тĕп вырăна хурса пурнăçлатăр?
— Ман шутпа, хăть мĕнле ĕç ăнăçлăхĕ те професси ăсталăхĕнчен килет. Яваплăх, хастарлăх, ĕç çине творчествăлла пăхни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
— Сирĕн профессире яланах çынсемпе хутшăнса ĕçлемелле. Çапла-и?
— Тĕрĕс, культура ĕçченĕ халăхпа ĕçлет. Çавăнпа пирĕн кашни çын кăмăлне туймалла, ăнланмалла. Тĕрлĕ ӳсĕмри çынсемпе «пĕр шайра» пулма пĕлни кирлĕ — пĕтĕм япалапа кăсăкланакан ача-пăчапа та, çирĕп тĕллевлĕ те креативлă çамрăксемпе те. Çав вăхăтрах анне пек тимлĕ те ачаш, атте пек хăюллă та тĕреклĕ, ватă пек опытлă та ăслă пулмалла. Çак пахалăхсене хамра аталантарма тăрăшатăп.
— Эсир яланах активлă, çĕкленӳллĕ кăмăллă. Вăй-хал çăлкуçĕн вăрттăнлăхне уçса параймастăр-ши?
— Профессие юратни, «Кубняночка» ансамбле çӳрекенсемпе хутшăнни мана кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерме вăй парать. Эпĕ вĕсемпе пĕрле чухне чунпа канатăп. Нумайранпа ĕçлетĕп пулсан та, кашни мероприятире сцена çине пĕрремĕш хут тухатăп тейĕн, чĕре пăлхавне чараймастăп. Куракана интереслентерме пултарни, унăн йăл куллийĕ, тăвăллăн алă çупни — маншăн чи хакли.
— Паян — уяв. Культура сферинче тăрăшакансене мĕн каланă пулăттăр.
— Хисеплĕ культура ĕçченĕсем тата «Кубняночка» ансамбле çӳрекенсем, культура сферинче ĕçлеместĕр пулсан та, эсир çынсене пултарулăх тĕнчипе паллаштаратăр тата киленӳпе савăнăç парнелетĕр. Сирĕн шухăш-кăмăл çăлкуçĕ иксĕлми пултăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çемйĕрсенче килĕшӳпе юрату хуçалантăр, пурнăçăрсем ырăлăхпа тулччăр.
Альбина Кокшинан çемье архивĕ наградăсемпе пуян, ĕçри çитĕнӳсем те нумай. Чи курăмлисем тата асра тарăн йĕр хăварнисем çаксем:
2014 çултанпа пултаруллă хĕрарăма Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ят парса чысланă.
2017 çулта «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» фестивальте дирижер пулса республикăн пĕрлештернĕ хорне ертсе пынă.
Аслă Отечественнăй вăрçă юбилейĕ тĕлне Борис Кокорев историк-таврапĕлӳçĕне халалланă «То, что было не со мной, помню» театрализациленĕ представленин режиссерĕ пулнă.
2021 çулта республика шайĕнчи «Чăваш Республикинчи районти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» конкурса хутшăнса çĕнтернĕ.
2021 çулта Çĕпĕрти Д.Хворостовский ячĕпе хисепленекен патшалăх искусство академийĕнче квалификацине ӳстернĕ.
С.Ефимова.