Комсомольский муниципальный округ

Ыйтусене сӳтсе явмаллах

Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 2771 пуç, уйрăм çынсем 3339 пуç сăвакан ĕне тытаççĕ. Ку республика шайĕнче те сахал мар.Талăксерен тирпейлекен организацисене  пĕрлешӳллĕ хуçалăхсенчен 38700 килограмм, уйрăм çынсенчен 40750 килограмм сĕт сутаççĕ. Район патшалăха 79 пин ытла килограмм çак паха чĕртавара ăсатать. Анчах та халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ республикăри ытти районсемпе танлаштарсан пирĕн тăрăхра чи йӳннисен йышĕнче. Хăш-пĕр районсенче пĕр литр сĕте вăтамран  24—25  е ытларах та тенкĕпе туянаççĕ. Пирĕн патри халăхран пуçтаракан сĕтĕн вăтам хакĕ 22—22,5 тенкĕпе çеç танлашать. Мĕнрен килет çакă? Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шухăш пулчĕ. Туянакансем, паллах, сĕт хакне ӳстерни рентабеллĕ  пулманнипе сăлтавларĕç. Республикăри ытти районсенче литрне 25 тенкĕпе туянакансем хăйсемшĕн тăкаклă ĕçлеççĕ-ши? Çулсеренех çуркунне çитнĕ май сĕт хакĕ татах йӳнелни палăрать. Çĕршывра япаласен хакĕсем  ӳссе пынăçемĕн йывăрпа пулакан ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ мĕншĕн чакмалла-ха? Канашлура  сĕтĕн сутлăх хакне  кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен 1 тенкĕ ӳстерес тесе йышăнчĕç. Йышăну турĕç-ха, анчах мĕнле пулĕ.

Урамра тумлам тумланă вăхăтра ял  хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисен кирек мĕнле ыйтăва сӳтсе явнă чухне те калаçу çураки патнех куçать. Ака-суха ĕçĕсем çывхарса пынăçемĕн пăшăрханмалли ыйтусем тухсах тăраççĕ. Канашлура банкран кредит илес, минераллă удобренисем кӳрсе килес ыйтусемпе калаçрĕç.

 Удобренисем тенĕрен, Алексей  Викторович малашне ытларах тислĕкпе ĕçлеме тăрăшмалли, çĕр пулăхлăхне  ӳстерес тĕлĕшпе сидератлă культурăсемпе, нумай çул ӳсекен курăксемпе тата пăрçа  йышши ӳсентăрансемпе усă курмалли çинчен каларĕ. Тислĕке илсен, чылай хуçалăхра вăл, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ытларах тытакан хуçалăхсенче, аванах пуçтарăннă. Анчах та ăна хире кăларас енĕпе йывăрлăхсем пур. Техника вăйĕ çитмест, вырăнти транспот хатĕрĕсемпе турттарсан ĕç вăраха каять. «Унччен хире тислĕк кăларас, минераллă удобренисем, фосфор çăнăхĕ сапас енĕпе хуçалăхсене «Сельхозхимия» пĕрлешӳ пысăк пулăшу паратчĕ. Çавăн пек ушкăн районта йĕркелеме пулмасть-ши; Вĕсен пулăшăвĕпе усă курас текенсем пулаççех», — сĕнчĕ район пуçлăхĕ Р.Мансуров, «Дружба» тата «Сюрбеево» хуçалăхсен ертӳçи пулнă май.

Вуншар çул каялла пирĕн район республикăра çĕрулми лаптăкĕпе чи пысăккисенчен пĕри пулнă. 2 пин гектар ытла лаптăк çинче çак культурăна туса илнĕ. Иртнĕ çул «иккĕмĕш çăкăра» 700 гектар ытларах лаптăк çинче çеç çитĕнтернĕ.  Республикипе илсен 10 пин гектар çинче çĕрулми туса илнĕ вăхăтсем те пулнă. Пĕлтĕр ăна 5 пин гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. А.Селиванов ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов Чăваш енти аграрисене ку культура лаптăкне ӳстерме сĕнни çинчен каласа пачĕ. 2021 çулта çанталăк типĕ тăрсан та пирĕн районти хуçалăхсем çĕрулмирен япăх мар тухăç илчĕç. Продукцин сутлăх хакĕ те пысăк пулчĕ. Анчах та çулпа çул пĕр килмест. Ертӳçĕсем çĕрулми хакĕ йӳнĕ пулнă çулсем, ниçта вырнаçтарайман вăхăтсем пирки те аса илчĕç. «Иккĕмĕш çăкăр» хакĕ çулсеренех пĕр евĕрлĕрех пулсан çеç ун лаптăкне    ӳстерме пулать. Çак шухăш палăрчĕ вĕсен сăмахĕсенче.

Çуракине ирттерсе яма хатĕрленӳ ĕçĕсенчен чылайăшне пурнăçланă пулин те çивĕч ыйтусем те тухма пултараççĕ. Çавăнпа та телефонпа калаçни çеç çителĕксĕр, кĕске вăхăта та пулин пĕр-пĕринпе пуçтарăнса канашлани кирлине палăртрĕç.

Ю.Гаврилов.



25 марта 2022
08:59
Поделиться