Комсомольский муниципальный округ

Поздравление главы Комсомольского района - председателя Собрания депутатов района Р.М. Мансурова и главы администрации Комсомольского района А.Н. Осипова с Днём чувашского языка

Поздравление главы Комсомольского района - председателя Собрания депутатов района Р.М. Мансурова и главы администрации Комсомольского района А.Н. Осипова с Днём чувашского языка
Хисеплĕ район çыннисем!
Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр! Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир кашни çулах Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Тăван халăхшăн пĕтĕм чунне, вăй-халне панă И.Я.Яковлев ятне пирĕн халăх, ăру хыççăн ăру чĕре çумĕнче тытса, сума суса пурăнать. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн халалĕ кăна мĕне тăрать! Унти кашни сăмах, кашни йĕрке паян кун пире çывăх, питĕ хаклă.
Чĕлхе — халăх культурин чи пысăк пуянлăхĕ, пирĕн ăна типтерлĕн сыхласа ăруран ăрăва тĕрĕс-тĕкел упраса пымалла. Тăван чĕлхемĕрĕн ят-сумне ӳстерсе пырас ĕçе районти культура учрежденийĕсемпе шкулсем тата ача сачĕсем чăннипех те пысăк тӳпе хываççĕ. Сире малашне те çитĕнӳсем тума ăнăçу, телей, сывлăх сунатпăр. Уяв ячĕпе!
Р.МАНСУРОВ, район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ.

А.ОСИПОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.



25 апреля 2022
08:29
Поделиться