Тăван çĕршыва пилĕк çул хӳтĕленĕ
Çĕнтерӳ салтакĕсем тата вăрçă хыççăнхи йывăр саманара çĕршыва ура çине çĕкленĕ ентешсем, чăннипех те паттăр ăру. Вĕсен пурнăç çулĕ, тăван çĕршыва юратма пĕлни, унăн ырăлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн тăрăшни паянхи çамрăксемшĕн чĕрĕ тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Урмаел ялĕнче пурăнакан Минетулла Минязетдинович 96 çул урлă каçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи терт-нушине çапăçу хирĕсенче чăтса-тӳссе ирттернĕскер майĕпен кăштăртатса çӳрет.
Вăрçă пуçланнă çул Минетулла 15-ре пулнă. Ун чухне арçын ача тăван колхозра тăрăшнă. Вăл вăхăтра шкулта вĕренме май килмен, ашшĕ-амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен çемьери пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Минетулла шăллĕпе йăмăкне те хăех пăхнă.
— 1944 çулхи раштав уйăхĕнче ялтан Хĕрлĕ çара тухса кайрăм, — аса илет Минетулла бабай. — Тăвансем, ял йыш, ырă сывă таврăнмалла пултăр тесе ăсатса ячĕç. Вĕсен ырă сăмахĕ çула уçса пычĕ пулинех, тăван тăрăха чĕрĕ-сывă таврăнтăм.
Минетулла Минязетдинович çар ретне тăрсассăн Беларуç фронтне лекнĕ, тăшманпа стрелоксен 9-мĕш полкĕн йышĕнче çапăçнă. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатсан та паттăр стрелока тӳрех киле яман. 1950 çулта тин çеç таврăннă тăван тăрăха.
— Пилĕк çул иртсен тин çитрĕм Урмаелне. Пурнăçăма пĕтĕмпех колхоз ĕçĕпе çыхăнтартăм. Тăван ял ырлăхĕшĕн чылай çул «Янга турмыш» («Алга») колхозра ĕçлерĕм.
Вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăнхи çулсенче паттăрлăх кăтартнăшăн, тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Минетулла Минязетдинович Тăван çĕршыв вăрçин II степень орденне, «Кинегсберга илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе Беян Ямалтдиновнăпа сакăр ача: тăватă хĕрпе тăватă ывăл пăхса ӳстернĕ вĕсем, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем тăван тăрăхра тата Хусан хулинче тĕпленнĕ. Тăван киле илсе çитерекен çула яланах çывăхлатма тăрăшаççĕ. Паянхи кун Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Ильхам ывăлĕпе пурăнать. Ачисем, мăнукĕсем, мăнмăнукĕсем тăван киле пуçтарăнсассăн хĕпĕртет ветеран. Минетулла бабай 22 мăнукпа савăнать. Вĕсемшĕн ватă çын — чăн-чăн паттăр.
А.Мариян.