Комсомольский муниципальный округ

Хыҫра – 90 ҫул

Хыҫра – 90 ҫул

Кĕҫĕн Ҫĕрпӳел ялĕнче пурăнакан Димитриева Александра Гурьевна июнĕн 13-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.

Александра Гурьевна Хирти Шăхасан ялĕнче суралса ÿснĕ. Ачалăхĕ унăн хаяр вăрҫăн йывăр ҫулĕсене лекнĕ. Ашшĕне вăрҫăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе кайнă. Амăшĕ Марфа аппа 5 ҫамрăк ачасемпе юлнă.  вăрҫă хирĕнчен ашшĕ Гури тете  аманса костыльпе таврăннă. 7 класс пĕтерсен хĕр ялти фермăна ĕҫе вырнаҫнă. Малтанхи вăхăтра чăхсем, каярах сыснасем пăхнă ҫĕрте тăрăшнă. «Ҫамрăк пулсан та мĕн вăй ҫитнĕ таран ĕҫленĕ, сысна амисем ҫăвăрланă вăхăтсенче сахал мар фермăра ҫĕр каҫнă. Пĕр ҫулхине колхоз правленийĕ лайăх ĕҫленĕшĕн мана тăватă сысна ҫури парса хавхалантарчĕ» - аса илет ватă.  

Хӗр пӗве кӗрсен пур ҫӗрте те маттур пикене Кĕҫĕн Ҫĕрпӳел каччи Федор Димитриев куҫ хывать,  1954-мĕш ҫулта ҫамрăксем мăшăрланаҫҫĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухса ҫĕнĕ вырăнта капмар йывăҫ ҫурт туса пурăнма куҫаҫҫĕ, выльăх-чĕрлĕх  валли хуралтăсем йĕри-тавра ҫавăраҫҫĕ. Ачасем ӳснĕ вăхăтра Санькка аппа «Красный Отябрь» колхозăн пахча-ҫимĕҫ бригадинче   мĕн пенсие тухичченех тăрăшнă. Ҫемье пуҫĕ Федор Димитриевич  колхозра автомеханикра ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă.

«Ачасем ҫăва тухсан хампа юнашар тăрса пахча-ҫимĕҫ пайĕсем ҫинче тăрăшнă, анасене ҫумкурăкран тасатнă, ĕлĕк йăлтах алăпа ҫумланă вĕт, хиртен кĕме те пĕлмен, алăри ачана  кӳмепе яра-куна хирте сахал мар илсе ҫӳренĕ. Ҫемьере йыш та пĕрин хыҫҫăн тепри хутшăнса пычĕ, пӳрт те тăвăрланса ҫитрĕ, вара 70-мĕш ҫулсен варринче пысăк ҫĕнĕ кирпĕч ҫурт ҫавăртăмăр. Ачасене те май ҫитнĕ таран вĕрентме тăрăшрăмăр. Шел, мăшăр пенси ҫулне ҫитсенех чире пула пиртен ир уйрăлса кайрĕ, кураймарĕ паянхи савăнăҫа», - шывланнă куҫĕсемпе иртнĕ вăхăта аса илчĕ Санькка аппа.

Килĕшӳпе юратура мăшăр виҫĕ хĕрпе  пилĕк ывăл ҫуратса пăхса ÿстернĕ, вĕрентсе пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Вĕсем хушшинче виҫĕ инженер-энергетик, агроном, учитель, инженер-строитель, виҫев техникĕ…   Ачисем пурте ҫемьеллĕ, ҫĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, тӑван киле тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫĕ,   амӑшне тĕрĕс-тĕкел пӑхса ҫитӗнтернишӗн тав тӑваҫҫӗ, яланах ӑна юратни, хисеплени ҫинчен пӗлтерме васкаҫҫӗ. Санькка  аппана унсӑр пуҫне 17 мӑнукӗ тата 16 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.

Нумай  ача ҫуратса ӳстернĕшĕн Александра Гурьевна «Амăшĕн хисеп»  2, 3 степень  орденĕсене, тĕрлĕрен хисеп хучĕсене тивĕҫнĕ, ĕç ветеранĕ.   

Паянхи кун Санькка аппа Федор ывăлĕн ҫемйипе килĕштерсе пурăнать,   вăй ҫитнĕ таран килти хуçалăхра тăрмашать, хур-кăвакал ÿстерме пулăшать, хаҫат-журнал вулать. Ҫамрăк чухнех Санькка аппа пӳртри, пахчари ҫеҫкесем лартса-ӳстерме юратнă, паянхи кун та ҫеҫкесем  унăн  чун апачĕ вырăнĕнче.

Александра Гурьевнăна  ҫак сумлă юбилейпе Аслă  Çĕрпÿел территори уйрăмĕн ертӳҫи Александр Титович Орешкин саламларĕ, парне парса чысларĕ.

«Санькка аппа, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн,  тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр», - терĕ Александр Титович.

Вырăнти культура ĕçченĕсем, йышлă  тăванĕсем юбиляра саламласа  хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.

Уяв вĕçĕнче Александра Гурьевна хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн пурне те тав туса сывлăх сунчĕ.



15 июня 2023
14:22
Поделиться
;