Комсомольский муниципальный округ

ХĔЛ ÇĂМĂЛ КИЛМĔ

Иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕх отраслĕ умне чылай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Май уйăхĕ шăрăх пулнипе кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксем ỹсеймерĕç, июнь уйăхĕнчен вара çумăрсем кайрĕç. Çак сăлтавсем выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ çине витĕм кỹчĕç. Çапах та районти ĕçченсем çулталăка япăхах мар кăтартусемпе вĕçлерĕç. Кашни ĕне пуçне виçĕмçулхинчен 7 килограмм ытларах сĕт суса илсе (пĕлтĕр 3397 килограмм) республикăра Етĕрне районĕ хыççăн 2-мĕш вырăна тухрĕç. Ытти енĕпе те кайрисен ретĕнче мар. Анчах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Ĕçлемелле, çĕнĕлĕхсем шырамалла. Выльăх-чĕрлĕх çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕ парса тăнине шута илмелле. Пĕлтĕр пирĕн районти хуçалăхсем 100 гектар çĕр пуçне 48,1 центнер (2003 çулхинчен 18 процент сахалрах) аш-какай, 253,7 центнер (виçĕмçулхинчен 12 процент каярах) сĕт туса илнĕ. Çак продукцисем чакни чи малтанах выльăх йышĕ сахалланнипе çыхăннă. Акă, мăйракаллă шултра выльăх виçĕмçулхинчен 628 пуç, вăл шутран ĕнесем 173 пуç, сыснасем 2752 пуç чакнă. Уйрăмах "Север" хуçалăх ку енĕпе "тăрăшса" ĕçленĕ. Кунта 37 пуçран 3 пуç анчах мăйракаллă шултра выльăх юлнă. Сыснасен йышне чакарас енĕпе "Культура", "Красный Октябрь", "Пайгас", "Победа" хуçалăхсем "пултаруллă". Кунта сыснасен шучĕ мĕн пулнин çурри çеç юлнă. Ĕç выльăхĕсем _ лашасем, 801 пуçран 653 пуç анчах юлнă. Çамрăк выльăхсăр кĕтỹ çĕнелмест. Анчах та иртнĕ çул виçĕмçулхинчен 64 пуç пăру, 759 пуç çура сахалрах илнĕ. Выльăхсен ỹтхушаслăхĕ те пĕчĕк. Акă, "Изамбаево" ялхуçалăх кооперативĕнчи мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен 115-шер грамм, "Красный маяк" хуçалăхра 108-шар грамм анчах ỹт хушса пынă. Çав вăхăтрах "Слава" ялхуçалăх кооперативĕнчи сыснасем талăксерен 332-шер грамм ỹт хушнă. "Изамбаево" хуçалăхра сы-снасем талăксерен 60-шар грамм, "Дружба" тата "Победа" ялхуçалăх кооперативĕсенче 90-шар грамм çеç ỹт хушнă. Вăл выльăхсене апат та çитермен тейĕн. Ăçтан аш-какай пулĕ? Продукцисĕр вара, паллах, укçа-тенкĕ те çук. Продукци пултăр тесен апат кирлĕ. Кăçал хĕл каçма иртнĕ çул пур йышши апатăн 87 процентне хатĕрленĕ. Вăл шутран утă кирлин 79, тырă фуражĕ _ 67, сенаж 113 проценчĕ чухлĕ пур. 12 хуçалăхра выльăх апатне апат единици çине куçарса шутласан 17 центнерпа танлашать. "Победа" хуçалăхра вара ку кăтарту 13 центнер анчах. "Красный Октябрь", "Дружба" хуçалăхсенче те сахал. "Победа", "Красный Октябрь", "Изамбаево" кооперативсен тырă фуражĕ сахал. 12 хуçалăхăн вара хĕл каçма выльăх кăшманĕ çук. Апат сахал хатĕрленĕ хуçалăхсеннех апачĕ те пахалăхсăрри палăрчĕ. Тĕлĕнтермĕшсем татах та пур. Акă, "Правда", "Красный Октябрь" хуçалăхсенче 1 центнер сĕт туса илме 2,5_2,2 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ тăкакланă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, унта сăвăм кашни ĕне пуçне 2000 килограмм урлă çеç иртет. Çав вăхăтрах 4_5 пин чикки урлă каçнă "Рассвет", "Асаново", "Восток" хуçалăхсенче 1 центнер сĕт туса илме 1,2 центнер апат единици чухлĕ çеç апат кайнă. Çỹлерех асăннă тăрăх куратăр ĕнтĕ, выльăх апачĕ енĕпе лару-тăру çăмăл мар. Выльăхсене витаминсем те çитмеççĕ. Апла пулсан, кăçалхи хĕл те хăшпĕр хуçалăхсемшĕн çăмăлах килмĕ. Пур-çук апатпа мĕн май килнĕ таран перекетлĕрех усă курса, выльăхсене апата хатĕрлесе парса, витаминсемпе тата биопрепаратсемпе усă курса продуктивлă выльăха сыхласа хăварасчĕ.


"Каçал Ен"
02 февраля 2005
00:00
Поделиться