Комсомольский муниципальный округ

СĔТЕЛ ÇИНЧИ ХУР КАКАЙĔ - ТУЛĂХ ПУРНĂÇ ПАЛЛИ

Геннадий ВОЛКОВ

  Çĕнĕ çул умĕн район пуçлăхне мĕн шухăшлаттарать? Паллах, иртсе каякан çулталăкăн пĕтĕмлетĕвĕсем. Тĕрлĕ отрасльсенчи кăтартусене танлаштарнă, тишкернĕ май малашлăх валли тĕллевсем те палăртмалла. Г.Ф.Волковпа ирттернĕ Çĕнĕ çулхи интервью шăпах çак пĕтĕмлетỹсем тавра пулчĕ те ĕнтĕ. - Геннадий Федорович, каласамăрччĕ, 2004 çулта районти отрасльсенчен хăшĕ ăнăçлă ĕçленĕ? Çĕнĕ çулран мĕн кĕтетĕр?

- Пĕтĕмĕшле илсен, 2004 çулта промышленноç продукцийĕ кăларасси самаях ỹсрĕ. Укçа-тенкĕ çине куçарсан, 2003 çулхинчен 34 процент ытларах. Кирпĕч завочĕсенче те ырă улшăнусем пулчĕç. Тăманлă Выçлире виçĕмçулах производство калăпăшĕ ỹснĕччĕ-ха. Халь вара унта та, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче те, кирпĕч кăларасси ỹсрĕ çеç мар, пахалăхĕ те аванланчĕ. Çавна май вĕсем хăйсен туянаканĕсене тупма пултарчĕç. "Кооператор" производство комбиначĕ ĕç тухăçлăхне 15 процент ỹстерчĕ. Комсомольскинчи сĕт цехĕн кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Пĕлтĕр цех хăйĕн витĕр 2003 çулхинчен 36 процент ыларах продукци кăларчĕ. "Агрокабель" завод та ỹсĕмлĕ ĕçленĕ.

-Мĕн кĕтетпĕр Çĕнĕ çулран?

- Çак заводра çĕнĕ бизнес-проекта ĕçе кĕртме пуçланă пирки 2005 çулта продукци кăларассине 1,5 хут ỹстерме пулĕ. Халь унта цехсене çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма тытăннă. Машиностроени, строительство, халăх хуçалăхĕ валли кабельсем кăларма пуçласа рынока çĕнсе илме май килĕ. "Комсомольскинчи сельхозтехника" АУО та юлашки вунă çул хушшинче пуçласа ĕç тухăçлăхне, нумай мар пулин те, ỹстерчĕ (7 процент). Районта йывăçран тĕрлĕ япаласем тăвасси чакрĕ.

- Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва уçăмлатса парсамăр...

- 2003 çулхипе танлаштарсан, иртнĕ çул уй-хир культурисен тухăçĕ пĕчĕк пулчĕ. Тупăш илесси 14 процент чакнă. Тухăç пĕчĕк пулнин сăлтавĕсене çанталăк çине çеç йăвантармастăп, хамăр çителĕксĕртерех ĕçленине те йышăнмаллах. Çапах çĕрулми пире çăлчĕ темелле. Вăл районĕпе 1,5 пин гектар йышăнчĕ, гектар тухăçĕ 185 центнерпа танлашрĕ. Çавна пула кăнтăр районсем хушшинче эпир ĕç тухăçлăхĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Аш-какай, сĕт туса илесси çав шайрах юлнă. Хуçалăхсем хушшинче тухăçлă ĕçлекеннисем пур: "Асаново", "Урожай", "Труд", "Искра", "Рассвет", "Слава" тата ыттисем те. Çав вăхăтрах "Сундырь", "Тукай", "Север" кооперативсем панкрута тухрĕç. Вĕсен шăпине çывăх вăхăтрах татса памалла. Суту-илỹре таварçаврăнăшĕ 10 процент чухлĕ ỹснĕ. Уйрăмах райпо ăнăçлă ĕçлет. Обществăлла апатлану предприятийĕсем те аванрах ĕçлеме пикенчĕç.

- Социаллă сферăри, вĕрентỹ системинчи улшăнусем çине куçар-ха.

- Культура енĕпе пысăк ĕçсем турăмăр: район центрĕн-чи библиотекăна юсаса моделли туса хутăмăр. Евроюсав хыççăн искусство шкулне пырса кĕме те кăмăллă. Районти тĕп больницăра çемье врачĕн офисĕ хута кайрĕ. Ача-пăча уйрăмне те тĕпрен юсама май тупрăмăр. Çỹлерех асăннă çак ĕçсене пĕтĕмпех Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ пурнăçланă. В.Максимов ертсе пынипе рабочисем ĕç калăпăшне, хăйсен ăсталăхне çулсеренех ỹстерсе пыраççĕ. Шкулсен, ача сачĕсен çивиттийĕсене улăштарнипе те палăрса юлчĕ 2004 çул. Вĕрентỹ системине реформăласси 2005 çулта малалла тăсăлĕ. База шкулĕсене ачасемпе тултарса пымалла. Паянхи кун районти кашни учитель пуçне 7 ача тивет, республикипе вара - 8. Йĕрке тăрăх, пĕр учителе 15 ача лекмелле. Пирĕн çак цифра çине тухмаллах. Иртнĕ çул 6 шкула çутçанталăк газĕпе ăшăтма пуçларăмăр. 2005 çулта ялсене тирпей-илем кĕртессипе, симĕс тум тăхăнтартассипе пурнăçламалли ĕç те чылай.

- Газификаци программине 2004 çулта пĕтĕмпех пурнăçлама май килчĕ-и?

- Ялсене çутçанталăк газĕ илсе çитересси январь-февраль уйăхĕсенче вĕçленмелле. Хальлĕхе 2 ял- Хирти Выçлипе Хирти Мăрат- ыйту паллисемпе юлаççĕ.

- Çынсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли темиçе программа та ĕçлет республикăра. Геннадий Федорович, районта пурăнакансем çак майсемпе туллин усă кураççĕ-и?

- Усă куракансем чылайăн. Çак программăсем ĕçлеме пуçланăранпа ипотека кредичĕ илсе, "Çамрăк çемье", "Ял çынни" программăсемпе чылай çемье хваттерлĕ, çĕнĕ çуртлă пулчĕ. Анчах кредит илес ĕçре поручительсем тупма йывăрри, залог хывмалли çамрăк çемьесем умне чăрмавсем кăларса тăратать. Тин мăшăрланнă çамрăксен куçман пурлăхĕ е машини ăçтан пултăр ĕнтĕ?

- Эпир палăртнă тăрăх, 2004 çулта 80 çемьерен кая мар "Çамрăк çемье" программăпа кредит илме пултаратчĕ, анчах унпа усă куракансем 18 çеç пулчĕç.

- 2005 çулта çак кредитсемпе ĕçлессине пирĕн тĕпрен лайăхлатмалла. Çамрăк çемьесене чĕнсе калатăп: килĕр район администрацине, ыйтусене пĕрле татса парăпăр. ЧР Президенчĕ те çак ĕçре улшăнусем кĕртме шантарать. Вăл малашне туянакан объекта залога хывма пулĕ тесе калать.

- Çĕнĕ çула район пуçлăхĕ мĕнле кĕтсе илет-ши? Волковсен сĕтелĕ çинче чи юратнă апат-çимĕç хăшĕ?

- Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, çулталăк çавăн пек иртет теççĕ. 2005 çул ăнăçлă пултăр тесен, ăна тивĕçлипе кĕтсе илмелле. Уява эпир яланах çемьепе пуçтарăнатпăр. Сĕтел çинче вара чи хисеплĕ вырăнта хамăр çитĕнтернĕ хур какайĕ пулĕ. Пирĕншĕн хур какайĕ- тулăх пурнăç палли. Район çыннисене Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа, савăнăçлă кĕтсе илме сунатăп. Кашни килте тăнăçлăх, килĕшỹ, сывлăх, телей, ăнăçу хуçа пулса тăччăр. Автан çулĕ çитнĕ ятпа саламлатăп пурне те!



"Каçал Ен"
01 января 2005
00:00
Поделиться