ГЕРМАНИ ХАНИ ПИРЕН РАЙОНТА
Республикăри экономика аталанăвĕн тата суту-илỹ министерстви йыхравланипе ĕçлĕ визитпа пирĕн районта Германири Бремен хулинчи инноваци тата коопераци фончĕн генеральнăй директорĕ Г.Шперер господин пулнă. Визит тĕллевĕ _ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, ялхуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесси, эффективлă çĕнĕ технологисене алла илесси. Хăна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Г.Ф.Волковпа, "Слава картофелю" агрофирма" ОООн генеральнăй директо-рĕпе А.П.Капитоновпа тĕл пулса калаçнă. Делегаци районти "Луч", "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕсенче, "Слава картофелю" агрофирма" ОООра, "Нива" фермер хуçалăхĕнче пулса курнă. Çывăх вăхăтра Бремен хулипе Комсомольски районĕн пĕрлехи проекчĕсем çуралĕç.
Дополнительно
07 июля 2004
00:00
"Каçал Ен"