Комсомольский муниципальный округ

ÇĔНТЕРỸ САЛЮЧĔ

ÇĔНТЕРỸ САЛЮЧĔ ятпа вырсарникун районти культура çуртĕнче фестиваль иртрĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăх фестивалĕн программипе килĕшỹллĕн пулчĕ. Районти артистсен ăсталăхне республикăри жюри комиссийĕ хакларĕ. Фестивале район админист-рацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков тата ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин специалисчĕ Т.Шамсеева уçрĕç. Вĕсем уява килнĕ Аслă Отечественнăй, Афган тата Чечен вăрçисен ветеранĕсемпе участникĕсене ăшшăн саламларĕç. Концерт программи истори урокĕ майлă иртрĕ. Унăн сценарине районти культура çурчĕн специалисчĕсем А.Герасимовăпа Б.Карзаков питĕ кăсăклă хатĕрленĕ. Учителĕ- Валерий Ванюркин. Сцена çине "Осень", "Кубняночка", "Каçал" фольклор ансамблĕсем, Наташа Михайлова, Римма Краснова, Саша Мамонтов солистсем тухрĕç, пурне те савăк юрăсемпе савăнтарчĕç. Залри халăх вăрçă хирĕсенче пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕ. Çамрăк армеецсем Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене асăнса лартнă монумент патне чечек кăшăлĕ кайса хучĕç. Истори "урокĕ" малалла пычĕ. Ăна П.Родионов учитель, киносеть директорĕ В.Волков, тĕп библиотекăри информаци центрĕн заведующийĕ А.Боровков тĕрлĕ слайдсене кинопроекторпа, видео кăтартса çирĕплетрĕç. Сцена çине хура тутăр, тĕрĕллĕ хура саппун çакнă чăваш хĕрарăмĕ мăнукĕпе пĕрле тухрĕ. Вăл юнлă вăрçăра пуçне хунă мăшăрне, ывăлĕсене асăнса апат çиме чĕнет. Светлана Челакова амăшĕн рольне пурнăçри пекех кăтартать. Унăн чун-чĕререн тухакан сăмахĕсене куççульсĕр итлеме те май çук. Мăнукĕ-1-мĕш класра вĕренекен Араслан Карзаков, вăл та маттур. Районти искусство шкулĕн Урмаелĕнчи "Мишар" эстрада ансамблĕ пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ильдус Шайдуллин, Гульнара Шарипова, Резине Гибатдинова залри халăха уçă та янăравлă сассисемпе тĕлĕнтерчĕç. Искусство шкулĕнчи хореографи уйрăмĕн воспитанникĕсем курса ларакансене тĕрлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Концерт "Яланах хĕвел пултăр" композиципе вĕçленчĕ. Çак кун фойери фотостендсем вăрçă ветеранĕсем çинчен каласа пачĕç. Вĕсене пур ял администрацийĕсенчен те илсе килнĕ. Кунтах искусство шкулĕнчи алă ăстисен ĕçĕсемпе паллашма пулчĕ. Искусство шкулĕн преподавателĕ Петр Миллин зала тата фойене уяв сăнĕ кĕртес тесе нумай тăрăшнă. Чылай ветеран "Мегафон" компани представителĕсем пулăшнипе çĕршывăн тĕрлĕ точкисенче пурăнакан тăванĕсемпе, юлташĕсемпе телефонпа тỹлевсĕр калаçрĕç. Фестиваль лайăх иртрĕ. Вăл пурин асĕнче те чылайччен юлĕ.