Комсомольский муниципальный округ

ВĔСЕНЧЕН ВРЕНМЕЛЛИ ПУР

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăçалхи семинар-канашлăвĕ "Асаново" ялхуçалăх кооперативĕнче иртрĕ. Сăлтавсăр та мар. Кунти ферма районта лайăх енĕпе çеç палăрса тăрать. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 568,2 центнер (районăн вăтам кăтартăвĕнчен 2 хут ытла нумайрах) сĕт туса илнĕ. Сăвакан ĕнесем кашни 5261-шер килограмм (районта 2-мĕш кăтарту) сĕт антарнă. Самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăх талăксерен 621-шер грамм ỹт хушса пынă. Выльăх йышĕ чакма мар, 10 процент ỹснĕ те. Пăру та иртнĕ çул виçĕмçулхинчен 8 процент ытларах пулнă. Хĕл каçма кунта кашни условнăй выльăх пуçне 38 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Кусем çара цифрăсем çеç пулчĕç-ха. Семинар-канашлăва хутшăнакансене витесенчи хăтлăх, ĕç условийĕсем, рацион интереслентерчĕç. Фермăра курса çỹренĕ хыççăн килнисенчен чылайăшĕ тĕлĕнчĕ те. Витесене 25-30 çул каяллах туса лартнă пулин те, шала кĕрсен апла калаймăн. Ăшă, типĕ. Хăшпĕр хуçалăхсенчи пек маччаран шыв тумламасть. Кунта айсарăм вырăнне хăма кĕрпипе усă кураççĕ. Çакă выльăхсене таса тытма май парать. Ĕнесем те, вăкăрсем те таса, самăр. Ку кооператив выльăхсене улăм çитермен иккĕмĕш хуçалăх. 2645 тонна сенаж, 573 тонна утă, 500 тонна тырă фуражĕ выльăхсене тулăх хĕл каçма çителĕклĕ. Ĕнесене 3-3,5 килограмм фураж, 1,5 килограмм жмых, çителĕклĕ таран сенаж çитереççĕ. "Асаново" Шупашкарти сĕт завочĕпе килĕштерсе ĕçлет. Юлашки вăхăтра сĕт пахалăхне лайăхлатас енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Сĕтĕн çĕнĕ ГОСТне ĕçе кĕртни пахалăх енне пăхма хистет те. Кооператив ют çĕршывра туса кăларнă "Делаваль" сĕт сивĕтмелли танкер туяннă. Малашнехи тĕллевсем татах та пысăк. Çамрăк выльăхсем тăракан витесенче те, самăртма хупнă выльăхсем патĕнче те пулса курчĕç семинара хутшăнакансем. Пур çĕрте те йĕркеллĕ, тирпейлĕх хуçаланать. Ĕçе пĕлсе йĕркелени, çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыни ỹсĕмсем тума пулăшать те. Фермăпа паллашнă хыççăн канашлу пуçланчĕ.

- Пирĕн хуçалăхăн çĕрĕсем çырма-çатраллă. Çавăнпа та эпир ытларах нумай çул ỹсекен курăксем акма пуçларăмăр. Вĕсем пусăçаврăнăшĕнче 40 процента яхăн лаптăк йышăнаççĕ. Çакă кооператива та, ял халăхне те утăпа тивĕçтерме май парать. Халăхран сĕт пуçтарассине эпир лайăх йĕркелерĕмĕр. Иртнĕ çул кооператив уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчен 6807 центнер сĕт туяннă. Уншăн çулла утăпа, йỹнĕрех хакпа тырăпа татăлатпăр, хĕлле укçан тỹлетпĕр. Çакă ял çыннисене килте ытларах выльăх тытма май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ ялта пурăнакансем 2-3 ĕне тытаççĕ, 4-5 сысна ами çăвăрлаттаракансем те пур. Сĕт, аш-какай сутса çемье бюджетне тĕреклетеççĕ. Хуçалăх кассине иртнĕ çул сĕт сутса çеç 6,5 миллион тенке яхăн укçа пырса кĕчĕ. Сĕт тупăшлă продукци пулнине шута илсе унăн пахалăхне татах та ỹстеретпĕр. Пĕлтĕр сĕтĕн 98 проценчĕ пĕрремĕш сортпа кайнă. Малашне вара пирĕн чи пысăк сортпа сутма тăрăшмалла. Выльăх йышне те ỹстересшĕн,- терĕ "Асаново" ЯХПК председателĕ Н.Копташкин ял, кооператив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса. 

Ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов хăйĕн докладĕнче чылай цифра илсе кăтартрĕ. Ăна выльăх йышĕ çулсерен чакни, çавăнпа туса илекен продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ сахалланса пыни пăшăрхантарать. Хăшпĕр хуçалăхсен январь уйăхĕнчех тырă фуражĕ пĕтсе çитнĕ. "Изамбаево", "Красный Октябрь", "Культура" тата темиçе хуçалăхра уйрăмах лару-тăру япăх. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсене те палăртрĕ вăл. Вĕсем- "Рассвет", "Асаново", "Слава", "Вос-ток", "Искра", "Урожай", "Луч", "Труд". Малашне пирĕн районти хуçалăхсен те сĕт ăратлă выльăхсемпе çеç мар, аш-какай ăратлăхĕсемпе те ĕçлеме пуçлама вăхăт çитнине пĕлтерчĕ. Республикăра ун пек хуçалăхсем пур. Выльăх продуктивлăхĕ ан чактăр, вăл сывлăхлă пултăр тесен биологилле апат хутăшĕсемпе те усă курма сĕнчĕ. Районти ветстанци начальникĕн Р.М.Велимухаметовăн сăмахĕнче тĕп ыйту выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешесси пулчĕ. Иртнĕ çул профилактика ĕçĕсене туллин пурнăçламан хуçалăхсене асăнчĕ, выльăх вилнин сăлтавĕсене палăртрĕ. "Чăваш ăратлăх пĕрлешĕвĕ" ОАОн районти специалисчĕ Н.И.Емельянов выльăхсен ăратлăхне лайăхлатас, пысăк продуктивлисемпе ĕçлес ыйтусене хускатрĕ. "Имшер, сĕтсĕр пушмак пăрусене ĕне тума хăвармалла мар",- терĕ вăл. Ялхуçалăх производствинче пĕлтĕр 6 инкек пулнă. Вĕсенчен 4-шĕ лашасемпе ĕçленĕ чухне сиксе тухнă. Ĕç хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлессине вăйлатмалли пирки район администрацийĕн ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Н.В.Прокопьев сăмах хускатрĕ. Унăн шухăшне агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев та çирĕплетрĕ. ЧР ветеринари службин тĕп врачĕ В.К.Тихонов хăйĕн калаçăвĕнче кăтартусемпе пирĕн район республика шайĕнче те лайăххисен шутĕнче пулнине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех ветеринари тытăмĕ тĕлĕшпе çывăх вăхăтра пулмалли улшăнусемпе паллаштарчĕ.

- Ĕçре çĕнĕлĕхсемпе ытларах усă курмалла. Выльăх ỹтхушаслăхне ỹстерес, продуктивлăхне пысăклатас тĕлĕшпе ытти районсенче, республикăсенче паха тĕслĕхсем сахал мар. Вĕсене курса çỹремелле, хамăра килĕшекен меслетсемпе усă курмалла,- терĕ ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков та унăн шухăшĕпе килĕшрĕ, хăй Венгрире курнă паха тĕслĕхсем пирки каласа пачĕ. "Выльăх-чĕрлĕх йышне чакарни- йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр мар. Ăçта выльăх сахалланнă - вăл хуçалăхсем çулран-çул экономика енчен хавшаса пыраççĕ",- палăртрĕ Геннадий Федорович. Канашлура тата ытти нумай-нумай ыйтăва хускатрĕç. Кăçалхи семинар-канашлăва нихçанхинчен ытларах специалист хутшăнчĕ. Çакă - паха. "Асаново" хуçалăхран вĕренмелли, унăн ĕç опычĕпе усă курмалли пурах.