Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатасси - тĕп тĕллев
Декабрĕн 15-мĕшĕнче районта ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ ĕçлĕ ушкăна министр çумĕ С.В.Петрова ертсе пычĕ. Министерство, район администрацийĕн, вĕрентỹ управленийĕн представителĕсем, пилĕк ушкăна пайланса, шкулсене тухса кайрĕç. Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, Шурут, Асанкасси, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Çĕнĕ Мăрат, Хырай Ĕнел, Тукай Мишер вăтам шкулĕсенчи педагогсен коллективĕсемпе, "Кооператор" ПКра ĕçлекен çамрăксемпе тĕл пулчĕç. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма та ĕлкĕрчĕç. ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова Комсомольски 2-мĕш тата Тукай Мишер вăтам шкулĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕ. Райцентрти 2-мĕш шкула халь ресурс центрĕ теççĕ. Тĕнчери аталану тата реконструкци банкĕ (МБРР) пулăшнипе ăна компьютерсемпе, офис техникипе, спортинвентарьпе, столовăйне валли оборудованипе, ĕç урокĕсенче усă курма станоксемпе тивĕçтернĕ. Урăхла каласан, районти тĕслĕхлĕ шкул пулать вăл. Паллах, шкулăн статусĕ улшăннă май, учительсен те хăйсен ĕçне урăхларах йĕркелемелле. Коллектив умĕнче тăракан тĕллевсем çинчен, вĕрентỹ çĕнĕлĕхĕсем пирки калаçу пулчĕ Светлана Владимировна учительсемпе йĕркеленĕ тĕлпулура. "Ан манăр, сирĕн ĕç пахалăхне хаклакан тĕп цензорсем АШШĔ-АМĂШĔ",- терĕ министр çумĕ. 2-мĕш шкулта проектпа килнĕ техникăна тусан пусма памаççĕ. Компьютерсемпе информатика урокĕнче çеç мар, ытти предметсемпе те усă кураççĕ вĕренекенсем. Компьютерпа ĕçлеме вĕренес текенсем уроксем хыççăн кружока та çỹреççĕ. Учительсем те ачасенчен юласшăн мар, пурте хăйсен умне çак кăткăс техникăна алла илме тĕллев лартнă. Ытти шкулсенчи тĕлпулусенче те тĕрлĕ ыйтусем хускатнă. Паллах, тĕп калаçу вĕрентỹ ĕçне лайăхлатасси тавра пулнă. Министерство кунĕнче çавăн пекех компьютеризаци, спортинвентарь, пĕрлехи патшалăх экзаменĕ, ĕç вырăнĕсем пирки ыйтусем çĕкленĕ. Министерство кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсене район администрацийĕн пысăк залĕнче турĕç. Кунта шкул директорĕсем, ача сачĕсен заведующийĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕрентỹ ĕçне лайăхлатас енĕпе педколлективсем умĕнче тăракан задачăсем пирки хĕрỹллĕн сỹтсе яврĕç вĕрентекенсем. Çитĕнекен ăрăва хальхи кăткăс вăхăтра воспитани парасси, чăнах та, çăмăл мар. Ачасене культурăлăха хăнăхтарас ĕçре педагогсен чи малтан хăйсен ырă тĕслĕх пулса тăмалла.
"Каçал Ен"