ШКУЛĂН ПĔРРЕМĔШ ДИРЕКТОРĔ
Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулĕн пĕрремĕш директорĕ пулнă Василий Семенович Смирнов пурăннă пулсан кăçал 95 çул тултаратчĕ. Анчах та хисеплĕ çын тивĕçлĕ канăва тухсан 2-3 уйăхран пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çак кунсенче Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн коллективĕ Василий Семенович пурнăç çулне тишкерсе асăну каçĕ ирттерет. Мĕншĕн тесен унăн ĕçри хастарлăхĕ кашни çыншăн тĕслĕх. Ĕмĕрĕ кĕске килчĕ пулсан та, тивĕçсĕр нумай пархатарлă ĕç тунă вăл. В.С.Смирнов 1909 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Мăрат вуласне кĕрекен Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ революциччен те, революци хыççăн та çĕр ĕçĕпе тачă çыхăннă пулнă. 1917_1920 çулсенче Вася Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи 1-мĕш сыпăкри №пуçламăш№ шкулта вĕреннĕ. Ачасене Никифор Иванович Кольцов учитель пĕлỹ панă. Çемьене укçа-тенкĕ кирлĕ пулнă пирки Василий чиркỹре хуралта та тăрать, пуçламăш шкулта уборщикра, хуралçăра ĕçлет. 1929 çулта Аслă Патăрьелĕнче вулав çурчĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Василий çав тери нумай вуланă, хăйĕн пĕлĕвне пур енлĕн ỹстерме тăрăшнă. 1929-31 çулсенче вăл Шупашкарта рабфакра вĕренет. Ун хыççăн Улатăрти индустрипе техника рабфакĕнче пĕлỹ пухать. Пултаруллă, пысăк малашлăхлă çамрăка 1932 çулта Ленинградри университетăн аспирантурине вĕренме яраççĕ. Республикăна лайăх специалистсем кирлĕ-çке-ха. Унтан таврăнсан Аслă Патăрьелĕнчи халăха вĕрентес ĕç пайĕ Василий Семеновича Аслă Каçалти хресчен çамрăкĕсен шкулне №ШКМ№ физикăпа математика учителĕнче ĕçлеме ярать. Ку вара хăйĕн ачаранхи учитель пулас ĕмĕтне пурнăçланиех пулать. Шкулта ĕçленипе пĕрлех вăл сад, хурт-хăмăр ĕрчетессипе интересленме тытăнать. Аслă Каçалта 1933 çулхи августăн 15-мĕшĕччен ĕçлет çамрăк учитель. Ăна çак çулах Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи ял çамрăкĕсен шкулĕн №ШКСМ№ директорне çирĕплетеççĕ. Ку шкула "Культура" колхоз çумне çирĕплетнĕ пулнă. Ачасем чиркỹ çуртĕнче, уйрăм çынсен килĕсенче вĕреннĕ. 1932-33 çулсенче çак шкулта 5_7-мĕш классенче пурĕ 64 ача вĕреннĕ. Вĕсене, Василий Семеновичсăр пуçне, Е.С.Сидоров, Е.О.Алексеева, Я.М.Зверев, В.М.Раськин учительсем пĕлỹ панă. 1934 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Аслă Çĕрпỹел ял Совечĕн ларăвĕнче шкул тăвас ыйтăва пăхса тухнă. Ун ĕçне райĕçтавком председателĕ Иванов хутшăннă. Шкул тума район бюджетĕнчен 50 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ял çыннисен шкул тунă çĕрте 40 пин тенкĕлĕх ĕç тумалла пулнă. Ларура шкула Аслă Çĕрпỹелпе Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕсем хушшинче, çулăн сылтăм енче туса лартмаллине те палăртнă. Кун хыççăн икĕ ял халăхĕ пăлханкаласа та илнĕ _ кашнийĕнех шкула хăйĕн ялĕ çумнерех тутарас килнĕ. Строительство материалĕсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçара-куçара хуни те пулнă. Хирĕçỹллĕ ыйтăва райĕçтавком татса панă. Аслă Патăрьел райĕçтавкомĕн президиумĕ 1934 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче шкул çуртне тумалли договора çирĕплетнĕ. Аслă Çĕрпỹел ял Совечĕн территорийĕнче пурăнакансем пурте тенĕ пекех вăрман хатĕрленĕ, пурĕ 1000 кубла метр ытла турттарса килнĕ. Пĕтĕм строительство ĕçĕсене Василий Семенович йĕркелесе пынă. 1935-1936 вĕренỹ çулĕ тĕлне шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр пулнă. Ун чухне кунта 191 ача вĕреннĕ. Завуч ĕçне Ю.А.Коновалова туса пынă. Е.С.Сидоров, Л.Т.Щукин, В.И.Уруков, К.Ф.Шихранов, С.А.Андреев, Д.А.Лукиянов учительсем тăрăшнă. 1935 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Василий Семеновича Патăрьелĕнчи районти колхоз шкулĕн вĕрентỹ пайĕн заведующине тата физикăпа математика учителĕнче ĕçлеме куçарнă. Кунта 1938 çулхи январьччен ĕçленĕ. Унтан вăл Туçари вăтам шкулта 8_10-мĕш классенчи ачасене физика предметне вĕрентме тытăннă. Çав çулхи августра В.С.Смирнова каллех Кĕçĕн Çĕрпỹел 7 çул вĕренмелли шкулĕн директорне çирĕплетеççĕ. 1942 çулта Василий Семенович фронта тухса кайнă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса виçĕ хутчен йывăр аманнă. Румыние, Венгрие, Чехословакине, Польшăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн В.Смирнова III степенлĕ "Мухтав" орденĕпе, "Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе наградăланă. Яла фронтовик 1945 çулхи октябрьте таврăннă. Тỹрех тăван шкулта ачасене физикăпа математика предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Вăрçă çулĕсенче шкул çурчĕ, унăн хушма хуçăлăхĕ №вĕрентỹпе сăнав участокĕ№ юхăннă. Вунă çул каялла витнĕ çивитти юрăхсăра тухнă. Классен маччисем шăтнипе шыв аннă. 1946 çулта В.Смиронв кунта директор тивĕçне пурнăçлама тытăнать. 1938 çулта сад, пахча-çимĕç, хурт-хăмăр ăсти В.С.Смирнов ертсе, йĕркелсе пынипе шкулта вĕрентỹпе опыт участокне тĕпрен çĕнетнĕ, ачасене сăнавпа практика ĕçне вĕрентме тытăннă. Вĕрентỹ программипе улма-çырла йывăççисемпе ĕçлеме пуçланă. Нумаях та вăхăт иртмен, шкулăн хушма хуçăлăхĕ чечек ăшне путнă. Каласа хăвармалла, шкулăн хушма хуçалăхĕнчи ĕçсен кăтартăвĕсене Василий Семенович 1941 çултах пĕрремĕш хут Чăваш АССР-ĕн вĕрентỹ комиссариачĕн тата учительсен пĕлĕвне ỹстерес тĕлĕшпе ĕçлекен институтăн методикăлла сборникĕнче çутатса панă. Вăрçă хыççăн директорта ĕçлеме пуçласан В.Смиронов шкул çуртне тĕпрен юсассине йĕркелет, сад пахчине сеткăпа карта тытаççĕ. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ тивĕçлĕ шая хăпарать, сăнав участокне çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, ачасене сăнав ĕçне хăнăхтарма тытăнаççĕ. Çак шкулта А.И.Мурзакаев, А.К.Кузнецова №Смиронва№, К.С.Васюткина №Акчурина№, Е.П.Ласчтокина, А.М.Матвеева, Р.В.Владимирова, Анимаиса Семеновнăпа Петр Яковлевич Яковлевсем, Агафия Федоровăпа Антон Викторвич Викторовсем, Васса Федоровнăпа Анатолий Арсентьевич Арсентьевсем тата ыттисем те 30_40 çул çума_çумăн вăй хунă. Çамрăк педагогсене çул кăтартса, вĕрентсе пынă, хăйсен ĕçри паха тĕслĕхĕпе ăсталăхне ỹстерме пулăшнă. Çавăнпах ĕнтĕ ку шкулта вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ çỹллĕ шайра, ĕçри кăтартăвĕсем пысăк пулнă. 50-60-мĕш çулсенче ку шкул коллективĕ çĕнĕ кадрсемпе пуянланнă. Василий Семенович ку шкулта 36 çул тăрăшнă. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче те, хуçăлăх ыйтăвĕсене татса парассинче те, обществăлла пурнăçра та вăл пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнă. Çавăнпах ĕнтĕ коллективра та, халăх хушшинче те унăн авторитечĕ Пысăк пулнă. Шкулта сад ĕрчетес, пахча-çимĕç çитĕнтерсе ĕçе пурте хутшăннă. Кунта вара новаторĕ коллектив руководителĕ пулнă. Учительсем ăна пур енĕпе пулăшса пынă. Çавăнпах ĕнтĕ Василий Семенович 1954 çулта Чăваш Педагогика институчĕн химипе биологи факультетне пĕтернĕ. Вăл пĕтĕм Раççейри биологсен Мускавра иртнĕ канашлăвне те хутшăнма тивĕç пулнă. Сăнавсем ирттерсе çамрăк сад ăстисем 1948 çултах Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. 1950 çулта вара ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ пирĕн шкула пĕрремĕш премипе тата куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавпа чысланă. Çак ялав паянхи кунччен те шкултах упранать. Ара, шкулăн хушма хуçалăхĕ ун чухне республикăри çамрăк натуралистсен вĕрентỹ бази пулнă-çке. Василий Семенович 1952 çулта класс, шкул тулăшĕнче ачасемпе ĕçлес енĕпе Мускавра ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Кунта вăл докладпа тухса калаçнă. Шкул наукăпа тĕпчев институчĕсемпе, сăнав станцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă. 1953_1954 çулсенче çĕршыври 159 адреспа пахча-çимĕç, чечек вăррисем №пурĕ 2700 пакет№ ярса панă. Çавăн пекех 1953 çулта районти колхозсене, шкулсене №республикăрисене те№ питомникран панулми йывăççисем, хурлăхан хунавĕсем, крыжовник, акаци вăрри панă. Ытти улма-çырла йывăççисемпе те тивĕçтернĕ. Пирĕн вĕренекенсем Мускаври ялхуçалăх выставкине те кайма тивĕçнĕ. Василий Семеновича вара выставка медальне тата радиоприемник парса чысланă. Шкул Мичурин ячĕллĕ генетика тĕп лабараторийĕн преофессорĕпе Кузьминпа, Мускаври улма-çырла сăнав станцийĕн директорĕпе лебедевпа тата ыттисемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ, вĕренсе пынă. Халăха вĕрентес ĕç отличникне, Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учительне ĕçри хастарлăхшĕн чылай медальпе наградланă. Василий семенович мăшăрĕ _ Анастасия Константиновна ĕмĕрĕпех пирĕн шкулта ачасене тĕрĕс çул çине илсе тухас тесе тăрăшнă. Смирновсен ачисем _ Герольд, Элеонора, Юрий, Луиза, Тамара академисенче, Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ, ĕçпе хисепе тивĕçнĕ. Василий Семенович Смирнов ĕçне паян шкулта унăн вĕренекĕнĕсем малалла туса пыраççĕ. Унăн çутă сăнарĕ вара яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.
"Каçал Ен"