Комсомольский муниципальный округ

ĔÇЛЕКЕНЕ - ЫРĂ ЯТ

Районти потребкоопераци ĕçченĕсем юлашки çулсенче чăннипех те пысăк тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Иртнĕ çулхи таварçаврăнăшĕн кăтартăвĕсемпе те "Роспотребсоюз" системинче пирĕн райпо виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Ытти çулсенче те суту-илỹ ĕçченĕсем 1-3-мĕш вырăнсене хăйсен аллинчен вĕçертмен. 2004 çулта райпон тата обществăлла апатлану предприятийĕсен пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 167,5 миллион тенкĕпе танлашрĕ е виçĕмçулхинчен 14,2 миллион тенкĕлĕх тавар ытларах сутнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсен кăтартăвне уйрăммăн илсен, вĕсен та-варçаврăнăшĕ 15,5 миллион тенке çитрĕ, 2003 çулхинчен 2,9 миллион тенкĕ пысăкрах. Ку предприятисен ĕçченĕсем пĕлтĕр хăйсен продукцине туса кăларассинче те палăрчĕç. Вăл пĕтĕм таварçаврăнăшĕнче 25,6 процентпа танлашрĕ. Полуфабрикатсем хатĕрлессине, 2003 çулхипе танлаштарсан, 1,8 хут ỹстернĕ, 205,6 пин тенкĕлĕх туса кăларнă. Райпон пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕнче апат-çимĕç продукчĕсем сутнин калăпăшĕ 54 процент йышăнать. Пĕлтĕр райпо халăха 513,4 пин тенкĕлĕх тỹлевлĕ пулăшу панă, унсăр пуçне уйрăм çынсене 11,1 миллион тенкĕлĕх строительство материалĕсем сутнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайсем сутассине те райпо системинче аван йĕркеленĕ. Вĕсен калăпăшĕ пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕнче 10 тата 8,1 процент йышăнать. Район çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене туллин ти-вĕçтерес тесе райпо совечĕ çĕнĕрен те çĕнĕ утăмсем тăвать, çакна тавар туянакансем, пайщиксем кураççĕ, ырлаççĕ. Акă, унчченхи "Мебель" магазин вырăнĕнче халĕ халăха тĕрлĕ пулăшу паракан салон ("Салон услуг") ĕçлет. Кунта шăл, массаж кабинечĕсем пур, косметика залĕ, парикмахерски, фотографи ĕçлеççĕ. Холодильниксене, кĕпе çăвакан машинăсене, пылесоссене тата килте усă куракан ытти электроприборсене, атă-пушмак юсаттарма пулать. 


"Каçал Ен"
02 февраля 2005
00:00
Поделиться